Чăвашсен оркестрĕнче мĕнле- мĕнле кĕвĕ-çемĕ инструменчĕсем пулнă?
Шăпăр
Кĕсле
Шăнкăрав
Хуткупăс
Тумра
Купăс тата параппан
Чăвашсен авалтан чи юратнă музыка инструменчĕ хăшĕ пулнă?
Кавал
Кĕсле
Шăхлич
Параппан
Ӗлĕк-авал та, халĕ те чăвашсем музыка инструменчĕ калать е вылять теççĕ?
Калать
Вылять
Ӗнерлет
Пирĕн мăн асаттесем çын вилсен, ваттисене асăннă чухне, тĕрлĕ уявра ытларах мĕнле музыка инструменчĕ каланă?
Кĕсле
Купăс
Чăвашсем çар ĕçĕнче мĕнле-мĕнле музыка инструменчĕ каланă?
Сăрнай
Кавал
Нахра
Шăхлич
Параппан
Какăр
Чăваш ăстисем хăйсем ăсталанă музыка инструменчĕсене миçемĕш ĕмĕрте сутлăх тума пуçланă?
XIX ĕмĕрте
XVII
XVIII
XIX ĕмĕр варринчен пуçласа чăваш ăстисем куравсем (выставкăсем) мĕнле-мĕнле хуласенче йĕркелесе ирттернĕ?
Мускавра
Петербургра
Чулхулара
Астраханьте
Хусанта
Киевра
Чăвашсем музыка инструменчĕсене мĕнле-мĕнле материалтан (япаларан) тунă?
Йывăçран
Чĕрнисенчен
Йывăç хуппинчен
Тимĕртен
Турпасран
Чĕлпĕкрен (щепка)
Тăмран
Выльăх тирĕнчен
Хур тĕкĕнчен
Тĕрлĕ ӳсен-тăрантан
Выльăх мăйракинчен
Чăваш халăх музыка хатĕрĕсене – тытăмĕпе сасă пулăвĕн мелне кура – миçе ушкăн пайлама пулать?
Пиллĕк
Тăваттă
Çиччĕ
Эсир музыка инструменчĕсен мĕнле-мĕнле ушкăнĕсене пĕлетĕр?
Вĕрсе каламаллисем (духовые)
Хĕлĕхлисем (струнные)
Çурхахлисем (мембранные)
Хăй тĕллĕн янраканнисем (самозвучащие)
Тĕрлĕ саслă (многоголосые)
Шавлаканнисем (шумовые)
Вĕрсе каламаллисем мĕнле пĕчĕкрех ушкăнсене пайланаççĕ?
Чĕлĕхлисем тата шăхăртмаллисем
Юхăмлисем
Ярăнчăккисем – скользящие
Çурхахлисем мĕнле пĕчĕкрех ушкăнсене пайланаççĕ?
Çурхахлисем: çапса каламаллисем тата чĕпĕтсе каламаллисем
Шăв–шавлисем
Хăй тĕллĕн янраканнисем мĕнле пĕчĕкрех ушкăнсене пайланаççĕ?
Хăй тĕллĕн янраканнисем: туртăçли, çапмаллисем
Сĕрмеллисем
Вĕрсе каламаллисем шутне мĕнле инструментсем кĕреççĕ?
Сăрнай
Нăй
Палнай
Шăхлич
Хӳпхӳ
Какăр
Кавал
Кĕсле
Шăпăр ытти халăхсен те пур. Унăн ячĕ пур халăхăн та пĕрешкел. Аса илĕр-ха вĕсене.
Шăпăр (чăвашсен)
Шофар (еврейсен)
Шоор (тувасен)
Шĕвĕр (индуссен)
Шӳвыр (çармăссен)
Шейпур (перссен, азербайджансен)
Жимбур (бурятсен)
Шувĕр (марисен)
Ӗлĕкхи ăстасем шăпăра мĕнле материалтан тунă?
Ӗне – выльăх пыршинчен
Вăкăрăн шăк хăмпинчен
Чăвашсем мĕнле йăласемпе уявсенче шăпăр каланă?
Туйра
Виле пытарнă çĕрте
Çăварнире
Çимĕкре
Сурхурире
Сĕренре
Салтак ăсатнă чух
Акатуйра
Улахра янăранă
Вăйлă аталаннă вĕрсе каламалли инструментсенчен хăшне палăртмалла?
Сăрнай
Cигнал какăрĕ
Сĕм авалтанах тухăçра та, анăçра та тĕрлĕ йăлара сăрнай каланă. Сăрнай сăмах нумай халăхăн пĕрешкел, пĕр евĕрлĕ. Хăш халăх чĕлхисенче сăрнай сăмах пур?
Сăрнай (чăвашсен)
Сурнай (таджиксен, узбексен)
Зурнай (кумыксен)
Сурна (вырăссен)
Зурна (грузинсен, перссен, эрменсен, азербайджансен)
Сурма (белоруссен, украинсен)
Сур, суур (бурятсен)
Цур (монголсен)
Сонна (китайсен)
Хĕлĕхлисем мĕнле ушкăнсене пайланаççĕ?
Сĕркĕчлисем (смычковые)
Чĕпĕтсе каламаллисем
Тата туртăçлисем (щипковые)
Пулаççĕ
Хĕлĕхлисем йышĕнчи мĕнле-мĕнле инструментсене пĕлетĕр?
Мандолина
Тăмра
Кĕсле
Тренчĕл
Сĕрме купăс (скрипка)
Чăвашсем хĕлĕхлĕ музыка инструменчĕсене мĕнле-мĕнле материалтан тунă?
Сысна шăртĕнчен
Хĕлĕхлисене (струна) лаша хӳринчен тата така пыршинчен
Сӳçинчен майлаштарнă
Така пыршине лайăх çуса тасатнă
Тăрăх çӳхе йĕрсемпе касса тухнă та типĕтнĕ
Вăтам Атăл тăрăхĕнче чăвашсен нумай ĕмĕр хушши ытларах мĕнле музыка инструменчĕ аталаннă?
Кĕсле
Купăс
Тăмра
Тренчĕл
Мандолина
Параппан
Атăл тăрăхĕнче пурăнакан ытти халăхăн кĕсле йышши хатĕр пур. Аса илĕр-ха вĕсене?
Тутарсен «госле»
Марисен «кясле»
Удмуртсен «крезь»
Мĕнле-мĕнле йăла-йĕркере кĕсле каланă?
Виле пытарнă
Асăннă чухне
Выртмара
Уяв кĕрекинче
Ларма каçĕсенче
Салтак ăсатнă чух
Туйсенче
Çурхахлисем мĕнле ушкăнсене пайланаççĕ?
Çурхахлисем çапмаллисем (ударные)
Тата чĕрпĕнкĕллисем (мирлитонный)
Хăнкăрмаллисем (звукоподражающие)
Шаклаттараканнисем (щёлкающие)
Çурхахлисен йышĕнче мĕнле паллăрах инструментсене пĕлетĕр?
Параппан
Хăнкăрма – бубен
Тӳнкки
Тункăр
Хăй тĕллĕн янракан инструментсем мĕнле ушкăнсене пайланаççĕ?
Туртăçли (щипковые)
Тата çапмалли (ударные) инструментсем
Хыркăчлисем (щёточные)
Хăй тĕллĕн янракан инструментсен йышĕнчи мĕнле паллăрах инструментсене пĕлетĕр?
Тимĕр купăс
Шакăртма
Шакмак
Сатăркка
Шăнкăрав
Сĕр
Питлĕх
Хăнкăрма (бубен)
Пуртă
Каплăк